Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 1:17 - Синодальный НЗ

17 Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 1:17
37 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».


Ҫапах та Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанакан Моисей пур.


Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?»


Ҫавӑн чухне эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ».


Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр».


Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.


Шӑпах ҫав Моисей пушӑ хирте пуҫтарӑннӑ мӑн асаттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ. Пире пӗлтермешкӗн вӑл Синай тӑвӗ ҫинче ангелран чӗрӗлӗх сӑмахӗсене илнӗ.


Ҫылӑх сирӗнпе тек нихҫан та хуҫаланма ан пултартӑр, мӗншӗн тесен эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче.


Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр.


Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Мӗншӗн тесен Туррӑн Христос ҫинчен малтанах ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ сӑмахне тепӗр тӑват ҫӗр вӑтӑр ҫултан тин йӗркелесе ҫырнӑ саккун улӑштарма та, пӑрахӑҫлама та пултараймасть.


Саккунпа килӗшӳллӗн, пурне те тенӗ пекех юнпа тасатмалла, юн тӑкмасӑр каҫару та пулмасть.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ