14 Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ.
Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ.
«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?
Эпир пӗр пулнӑ пек, вӗсем те пӗр пулччӑр тесе, Эсӗ Мана панӑ мухтава вӗсене патӑм.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ.
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
Ҫавӑн чухне эсир чӑнлӑха пӗлӗр, вара чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ».
Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.
Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.
Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ,
Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.
Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Чӑнах та, Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ – Санӑн Аҫу». Тата пӗр ангел ҫинчен те: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ», – тесе каламан.
Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн.
Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать:
Христос та аслӑ священник тивӗҫне Хӑй тӗллӗн илмен. Турӑ Ӑна: «Эсӗ Манӑн Ывӑлӑм, паян Эпӗ Санӑн Аҫу пулса тӑтӑм», – тесе ҫак тивӗҫе панӑ.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.
Турӑ пире юратни ҫакӑнтан палӑрать: Ывӑлӗ урлӑ пирӗн чӗрӗлӗх илмелле пултӑр тесе Турӑ тӗнчене Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ.
Мӗншӗн тесен тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ. Вӗсем Иисус Христос ҫӗр ҫине ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫын вӑл – илӗртсе улталакан, антихрист.
Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ.
Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.