13 Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.
Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.
пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ.
Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.
Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.
ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.
Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.
Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.
Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ.