11 Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман.
«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус.
Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“ – тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ.
Вӑл Хӑй пултарнӑ тӗнчерех пулнӑ, анчах тӗнче Ӑна пӗлеймен.
Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.
«Акӑ санӑн Аннӳ», – тенӗ унтан вӗренекенне. Ҫав вӑхӑтран вара ҫак вӗренекен Иисус Амӑшне хӑй патне илнӗ.
Вӑл Хӑй курни-илтнине пӗлтерет, анчах та Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтернине никам та йышӑнмасть.
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
Унтан пӗр-пӗринпе сывпуллашрӑмӑр та, эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене тавӑрӑнчӗҫ.
Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет:
Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.