7 Мӗншӗн тесен вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех Христос ҫинчен вӗрентме ҫула тухса кайнӑ.
Ҫавна сире йӑлтах Ман ятӑмшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен тӗнче Мана кунта Яракана пӗлмест.
Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм.
Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.
Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп».
Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.
Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсан, ҫитменни сирӗн мӗн пулчӗ? Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмерӗм, ҫавӑ кӑна. Эппин, ҫав айӑпшӑн каҫарсамӑр мана.
Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.
Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ.
Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.
Ҫапла ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесен, унашкаллисене хапӑл тӑвас пулать.
Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн.