Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанӑн 3-мӗш 1:10 - Синодальный НЗ

10 Ҫавӑнпа та эпӗ, пырас пулсассӑн, вӑл мӗн хӑтланса пурӑнни ҫинчен аса илтерӗп. Вӑл пире усал сӑмахсем каласа хӑртать. Унпа та ҫырлахмасть-ха: вӑл ӗненекен тӑванӑмӑрсене хӑй те йышӑнмасть, йышӑнас текенсене те чарать. Кам ҫул ҫӳрекен тӑванӑмӑрсене хапӑл тӑвать, ҫавсене Диотреф чиркӳрен хӑваласа ярать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанӑн 3-мӗш 1:10
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр.


Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ.


Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.


Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ.


Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.


Тата вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса килрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ кӑна мар, элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.


Кам та кам сирӗн патӑра ҫав вӗрентӗве мар, урӑххине вӗрентме пырать, ӑна килӗре те ан кӗртӗр, хапӑл ан тӑвӑр.


Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.


Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Савнӑ тӑванӑм! Эсӗ ӗненекен тӑвансемшӗн, уйрӑммӑнах ҫул ҫӳрекеннисемшӗн, тӑрӑшса чӑн-чӑн Христос ҫынни пек тӑватӑн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ