Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанӑн 2-мӗш 1:6 - Синодальный НЗ

6 Юратни вӑл – Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пурӑнни. Хӑвӑр ӗненме пуҫласан илтнӗ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурӑнма хушать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанӑн 2-мӗш 1:6
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.


Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнӑҫласа тӑрать, ҫав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратӗ. Мана савакана юратса, Эпӗ ун патне хамах пырӑп».


Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.


Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.


Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.


Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр.


Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ.


Кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлессе пӗлетпӗр пулсан, хамӑр Унран мӗн ыйтнине йӑлтах илессе те пӗлетпӗр.


Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.


Халӗ вара, хисеплӗ хӗрарӑм, санӑн патна темле ҫӗнӗ пил-хушу мар, хамӑр ӗненме пуҫласанах пӗлнӗ пил-хушӑва ҫырса яратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ