5 Халӗ вара, хисеплӗ хӗрарӑм, санӑн патна темле ҫӗнӗ пил-хушу мар, хамӑр ӗненме пуҫласанах пӗлнӗ пил-хушӑва ҫырса яратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр!
„Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире.
Пӗр-пӗрне юратса пурӑнма пил-хушу паратӑп сире».
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр.
Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.
Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.
Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.
Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?
Ватӑ ҫынран – хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачи-пӑчи патне. Эпӗ сире чӑнласах юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнакансем пурте юратаҫҫӗ.