Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанӑн 2-мӗш 1:2 - Синодальный НЗ

2 Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанӑн 2-мӗш 1:2
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.


Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.


Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп.


Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.


Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.


Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп.


Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп.


Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.


Эй, ашшӗсем! Эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм. Эй, ҫамрӑксем! Эсир ӗненӳре ҫирӗп пулнӑран, сирӗнте Турӑ сӑмахӗ пулнӑран, эсир шуйттана ҫӗнтерме пултарнӑран сирӗн патӑра ҫыртӑм.


Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ