Иоанӑн 2-мӗш 1:12 - Синодальный НЗ12 Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Ҫавӑнпа та эпӗ, пырас пулсассӑн, вӑл мӗн хӑтланса пурӑнни ҫинчен аса илтерӗп. Вӑл пире усал сӑмахсем каласа хӑртать. Унпа та ҫырлахмасть-ха: вӑл ӗненекен тӑванӑмӑрсене хӑй те йышӑнмасть, йышӑнас текенсене те чарать. Кам ҫул ҫӳрекен тӑванӑмӑрсене хапӑл тӑвать, ҫавсене Диотреф чиркӳрен хӑваласа ярать.