11 Мӗншӗн тесен унашкал ҫынна хапӑл туни унӑн усал ӗҫне хутшӑнниех пулать.
Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене ан хутшӑнӑр, хутшӑнма мар – питлӗр.
Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра.
Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха.
Теприсене, ӗмӗрлӗх вутпа хӑратса, вутран туртса кӑларӑр, ҫӑлса хӑварӑр. Виҫҫӗмӗшсене вара асӑрханса питлемелли кӑна юлать. Вӗсен ҫылӑхлӑ ӳт-пӗвӗпе вараланнӑ тумтирӗнчен те йӗрӗнӗр.
Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм. «Эй, халӑхӑм! – терӗ ҫав сасӑ. – Ҫак хулан ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнмалла ан пултӑр тесен, ун ҫине янӑ инкеке тӳсмелле ан пултӑр тесен, унтан тухса кай!