1 Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.
Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ».
Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман.
Кам Мана кураймасть, вӑл Аттеме те кураймасть.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».
«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр.
Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?»
«Пӗтӗм чун-чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсан, юрать», – тавӑрнӑ ӑна Филипп. Лешӗ вара каланӑ: «Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненетӗп».
Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.
Ӗненекен тӑванне юратакан ҫутӑлӑхра ҫӳрет, унра ҫылӑха кӗресси ҫук.
Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?
Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.
Турӑ Сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫапла майпа уйӑрса илӗр: Иисус – ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнакан кирек епле Сывлӑш та – Турӑран.
Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?
Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.
Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ.
Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тенине ӗненекен тӗнчене ҫӗнтермесен, урӑх кам ҫӗнтерейӗ?