15 Тӑванне кураймасӑр пурӑнакан вӑл – ҫын вӗлерекен. Кирек епле ҫын вӗлерекен те хӑй ӑшӗнчи ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пӗтерет.
Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать.
Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман,
Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Тепӗр кун ирхине хӑш-пӗр иудейсем пуҫтарӑннӑ та Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ.
Вӗсем аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне пырса ҫапла каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫиместпӗр тесе тупа турӑмӑр.
Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать.
Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.
Ӗненекен тӑванне курайман ҫын вара тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, тӗттӗмре ҫӳрет. Куҫӗ тӗттӗмпе суккӑрланнӑран вӑл хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха.
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».