Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, эпӗ Сионра такӑнтарса ӳкерекен чул хуратӑп, вара ӗненменнисем такӑнса ӳкӗҫ. Анчах та Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ».
Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?
Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.
Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.