22 Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть.
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Иисус – ҫӗр ҫине ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнман кирек епле сывлӑш та – Турӑран мар, вӑл антихрист сывлӑшӗ. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, антихрист тӗнчене килнӗ те ӗнтӗ.
Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ.