5 Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук».
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.
Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути».
Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те,
Турӑ – пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер, ҫитме ҫук ҫутӑра пурӑнаканскер, этемсенчен пӗри те Ӑна курман, кураяс та ҫук. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ та хӑватлӑ! Аминь.
Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.
Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.
Хулана ҫутатмашкӑн хӗвел те, уйӑх та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавӗ ҫутатать, унӑн ҫутаткӑҫӗ – Путек.
Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.