7 Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ.
Ҫавӑнтах пӑхрӑм та, акӑ, хам умра шурӑ ут куртӑм. Юланутҫи аллине ухӑ тата хӑйне панӑ пуҫ кӑшӑлӗ тытнӑ. Хӑй ҫӗнтермешкӗн тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек пырать.
Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ.