4 Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ.
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ.
Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.