Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 9:2 - Синодальный НЗ

2 Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 9:2
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ.


Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.


Пиллӗкмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑк престолӗ ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑк патшалӑхӗ пӗтӗмпех сӗм-тӗттӗмлӗх ӑшне путрӗ. Асапа тӳсеймесӗр ҫынсем чӗлхисене ҫырта-ҫырта лартрӗҫ.


Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ.


Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ.


Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.


Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ