18 Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ.
Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.
Ҫав ҫӑлтӑр Армути ятлӑччӗ. Вара ҫӗр ҫинчи юхан шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути тутиллӗ пулса тӑчӗ. Вӑл йӳҫек шыва пула нумай-нумай ҫын вилсе пӗтрӗ.
Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ.
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.
Иккӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, темскер, вут-хӗм сирпӗтекен пысӑк ту пекскер, тинӗсе ӳкрӗ. Вара тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ,
тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, тинӗс ҫинчи карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтрӗ.
Вара хайхи тӑватӑ ангела ирӗке ячӗҫ. Вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗр тӑратнӑ пулнӑ.
Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать.
Лашисен вӑй-хӑвачӗ ҫӑварӗсемпе хӳрисенчеччӗ, хӳрисем вара ҫӗленсем пекчӗ. Вӗсем ҫав ҫӗлен пуҫлӑ хӳрисемпе сӑха-сӑха ҫынсене пӗтеретчӗҫ.