Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 9:17 - Синодальный НЗ

17 Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 9:17
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кам та пулин пророксене сӑтӑр тӑвас тесен, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене кӗллентерӗ. Пророксене сӑтӑр тӑвас текенсем вилӗме тивӗҫлӗ.


ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.


Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.


Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.


пиллӗкмӗшӗ – сардоникс, улттӑмӗшӗ – сердолик, ҫиччӗмӗшӗ – хризолит, саккӑрмӗшӗ – вирилл, тӑххӑрмӗшӗ – топаз, вуннӑмӗшӗ – хризопрас, вун пӗрмӗшӗ – гиацинт, вун иккӗмӗшӗ аметист текен чул.


Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».


Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ.


Ҫийӗсенче вӗсен ҫар тумтирӗ пек тимӗр тумтир, ҫуначӗсен шавӗ вара ҫапӑҫӑва ыткӑнакан йышлӑ лашасен тата ҫар ураписен шавӗ-кӗмсӗртетӗвӗ евӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ