10 Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ.
Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и?
Лашисен вӑй-хӑвачӗ ҫӑварӗсемпе хӳрисенчеччӗ, хӳрисем вара ҫӗленсем пекчӗ. Вӗсем ҫав ҫӗлен пуҫлӑ хӳрисемпе сӑха-сӑха ҫынсене пӗтеретчӗҫ.
Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ.
Хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫав ҫынсене вӗлерме хушман, вӗсен ҫынсене пилӗк уйӑха яхӑн асап кӑтартмалла пулнӑ. Скорпион сӑхнипе ҫын епле асапланать, хӗрлӗ шӑрчӑксем те ҫавнашкалах асаплантармалла.