Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 9:1 - Синодальный НЗ

1 Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 9:1
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм.


Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.


Е тата: «„Тӗпсӗрлӗхе анма кам пултарӗ?“ – ан тейӗр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана вилӗмрен чӗртсе тӑратмашкӑн“ тениех пулать.


Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.


Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».


Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗрлӗх ҫӑраҫҫипе пысӑк сӑнчӑрччӗ.


Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.


Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ.


Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.


Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ.


Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангела куртӑм.


Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ