Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ.
Унтан ылтӑн тӗтӗркӗч тытнӑ тепӗр ангел парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна престол умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн пит нумай фимиам тата мӗн пур сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене панӑччӗ.