3 Унтан ылтӑн тӗтӗркӗч тытнӑ тепӗр ангел парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна престол умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн пит нумай фимиам тата мӗн пур сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене панӑччӗ.
Захария тӗтӗрнӗ вӑхӑтра темӗн чухлӗ халӑх Ҫурт тулашӗнче кӗлтуса тӑнӑ.
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ.
Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.
Тата тепӗр ангелӗ, вутпа пуҫ пулма ирӗк илнӗскер, парне вырӑнӗ патӗнчен пычӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «Ҫивӗч ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли сапакисене кас, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитнӗ!»
Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли.
Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм.
Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫ енчен Чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑ тепӗр ангел тухса хӑпарнине куртӑм. Ҫӗрпе тинӗсе сӑтӑр тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ:
Ангел аллинчи фимиамран тухакан тӗтӗм, сӑваплисенӗн кӗллипе пӗрле, Турӑ патне ҫӗкленетчӗ.
Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.
Улттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен пӗр харӑс тухать.