Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 8:13 - Синодальный НЗ

13 Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 8:13
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?


Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ. Анчах та, акӑ, виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.


Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»


Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


Унтан эпӗ хӗвел ҫинче тӑракан пӗр ангела куртӑм. Ҫӳл тӳпере вӗҫекен кайӑксене вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Вӗҫӗр, вӗҫӗр! Патшасен, хуҫасен, ҫар пуҫӗсен, утсемпе юланутҫӑсен виллисене, ирӗклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кӗҫӗннисен виллисене сӑхмашкӑн Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр!»


Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.


Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангела куртӑм.


Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ.


Пӗр хуйхӑ иртрӗ, акӑ, ун хыҫӗнчен тепӗр икӗ хуйхӑ килет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ