10 Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.
«Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм.
Вӗсем – хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе кӑпӑкланакан тискер тинӗс хумӗсем. Вӗсем – сӗм тӗттӗмлӗхре яланлӑха ҫӗтсе кайнӑ ҫӑлтӑрсем.
Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».
Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ.
Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!»
Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсем ҫине тӑкрӗ, вара вӗсем те юн пулса тӑчӗҫ.
Смоква йывӑҫҫин пиҫсе ҫитмен ҫимӗҫӗсем вӑйлӑ ҫилпе ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пекех тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ.
Вара хайхи тӑватӑ ангела ирӗке ячӗҫ. Вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗр тӑратнӑ пулнӑ.
Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ.