4 Вара эпӗ пичетпе палӑртнисен хисепне илтрӗм: Израилӗн мӗн пур йӑхӗсенчен пичетпе палӑртнисем пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
Чӗннисем пуҫтарӑнсан, чури каланӑ: „Хуҫам! Пӗтӗмпех эсӗ хушнӑ пек турӑм, сӗтел хушшинче татах вырӑн пур-ха“, – тенӗ.
Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ.
Исаия пророк тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсен шучӗ тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлӗ пулсассӑн та, ҫӑлӑнса юлаканӗсем йышлӑн пулмӗҫ.
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам!
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ.
Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.
Иуда йӑхӗнчен вун икӗ пин ҫынна пичетпе палӑртнӑ; Рувим йӑхӗнчен – вун икӗ пин; Гад йӑхӗнчен – вун икӗ пин;
Эпӗ утлӑ ҫарӑн хисепне илтрӗм: унӑн йышӗ ик ҫӗр хут пин-пинччӗ.