Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 7:2 - Синодальный НЗ

2 Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫ енчен Чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑ тепӗр ангел тухса хӑпарнине куртӑм. Ҫӗрпе тинӗсе сӑтӑр тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ:

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 7:2
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.


Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»


Ҫӗр ҫинчи вӑхӑтлӑх апат-ҫимӗҫшӗн ан тӑрӑшӑр, Этем Ывӑлӗ паракан ӗмӗрлӗх апат-ҫимӗҫшӗн тӑрӑшӑр. Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлне Турӑ Хӑйӗн пиллӗхӗпе палӑртнӑ».


Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.


Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ.


Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.


Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.


Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».


Эсир вара Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Турӑ хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне ҫывхартӑр.


Ҫак пророкла сӑмахсене вулакан, вӗсене итлекенсем тата унта мӗн ҫырнине тытса пурӑнакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.


Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.


Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ.


Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Ефрат юхан шывне тӑкрӗ. Вара, хӗвел тухӑҫӗнчен килекен патшасемшӗн ҫул хатӗр пултӑр тесе, Ефрат шывӗ типсе ларчӗ.


Вара эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм, вӑл хыттӑн ҫапла каларӗ: «Пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса ҫак кӗнекене уҫма тивӗҫли кам пур?»


Унтан ылтӑн тӗтӗркӗч тытнӑ тепӗр ангел парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна престол умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн пит нумай фимиам тата мӗн пур сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене панӑччӗ.


«Ефрат ятлӑ аслӑ юхан шыв хӗрринчи сӑнчӑрланӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», – терӗ ҫав сасӑ трубаллӑ улттӑмӗш ангела.


Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ