14 «Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.
Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать,
Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ.
Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.
Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ.
Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.
Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.
Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.
Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса,
Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.