Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 7:13 - Синодальный НЗ

13 Ватӑсенчен пӗри калаҫа пуҫларӗ. «Ҫак шурӑ тумтирлисем камсем тата ӑҫтан килнине пӗлетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ вӑл манран.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 7:13
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр.


Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха!


Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ.


ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ.


Вара ватӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан йӗр. Акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса кӗнекене уҫма пултарать».


Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ