1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ.
Вара, вӑйлӑ труба сасси янӑраса кайсан, Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем тӗнчен тӑватӑ енчен те, пӗлӗтӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пухӗҫ».
Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».
Акӑ вӗсем, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх тухса, сӑваплисем тӑракан вырӑна, Турӑ юратакан хулана, ҫавӑрса илчӗҫ.
Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.
«Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!»
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.
«Ефрат ятлӑ аслӑ юхан шыв хӗрринчи сӑнчӑрланӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», – терӗ ҫав сасӑ трубаллӑ улттӑмӗш ангела.
Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ.