3 Путек иккӗмӗш пичете хӑйпӑтса илчӗ те, иккӗмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.
Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ.
Пӗр чӗр чунӗ арӑслан евӗрлӗ, тепри вӑкӑр евӗрлӗ, виҫҫӗмӗшӗ этем сӑнлӗ, тӑваттӑмӗшӗ вӗҫекен ӑмӑрт кайӑк евӗрлӗ.
Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.
Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсессӗн, тӳпе шӑплӑха путрӗ, ҫапла ҫур сехете яхӑн тӑчӗ.