2 Ҫавӑнтах пӑхрӑм та, акӑ, хам умра шурӑ ут куртӑм. Юланутҫи аллине ухӑ тата хӑйне панӑ пуҫ кӑшӑлӗ тытнӑ. Хӑй ҫӗнтермешкӗн тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек пырать.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
Мӗншӗн тесен Унӑн Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвичченех патша пулмалла.
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.
Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!»
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла.
Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса,
Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ.
Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.
Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ.