11 Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ.
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.
Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла каланӑ: „Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнма пушмак парӑр.
Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.
Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.
сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.
Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм.
Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене пирӗнпе пӗрле кӑна чи паха шая ҫитерме шутланӑ. Турӑ пирӗн валли эпир кӗтнинчен те чаплӑраххи хатӗрлесе хунӑ иккен.
Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр.
Мӗншӗн тесен Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын, Турӑ Хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пекех, ӗҫӗсенчен канӑҫӗ.
Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ.
Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ.
Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ».
Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
«Ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», – терӗм эпӗ. Вара вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку ҫынсем – тӗрӗслев асапӗ витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, шуратнӑ.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.