7 Хайхи Путек престол ҫинче Ларакан патне пычӗ те Унӑн сылтӑм аллинчи кӗнекене илчӗ.
Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ.
Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ.