Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 5:5 - Синодальный НЗ

5 Вара ватӑсенчен пӗри мана ҫапла каларӗ: «Ан йӗр. Акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫичӗ пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса кӗнекене уҫма пултарать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 5:5
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсем енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Эй, Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн мар, хӑвӑршӑн тата ачӑрсемшӗн хуйхӑрса макӑрӑр.


Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.


Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус.


«Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария.


Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.


Исаия та ҫапла каланӑ: «Иессей ӑрӑвӗнчи килӗ те халӑхсемпе пуҫ пулӗ, ытти халӑхсемшӗн шанчӑк пулӗ».


Пирӗн Хуҫамӑр, паллӑ ӗнтӗ, Иуда йӑхӗнчен тухнӑ. Вӑл йӑхри ҫынсем священника ларасси пирки вара Моисей пӗр сӑмах та каламан.


Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ.


«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».


Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.


ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


Эпӗ ҫак кӗнекене уҫса вулама, ун ӑшне пӑхма та пулин тивӗҫли никам та тупӑнманшӑн чылай йӗтӗм.


Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.


Ватӑсенчен пӗри калаҫа пуҫларӗ. «Ҫак шурӑ тумтирлисем камсем тата ӑҫтан килнине пӗлетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ вӑл манран.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ