Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха.
Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ.
Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ.
Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.