11 Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ.
Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!
Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ.
Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.