9 Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
Пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне кунта вилӗмлӗ ҫынсемех пуҫтараҫҫӗ, унти Мелхиседек пирки вара Ҫырнинче вилнӗ тесе ҫирӗплетмен.
Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.
Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ.
Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ.
Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.
Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур.
Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»
Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ.
«Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр!
Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ.