Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 4:8 - Синодальный НЗ

8 Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 4:8
42 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр.


«Эпӗ вара сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те тытса тӑракан Хуҫамӑр».


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.


Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗр – Ҫавах.


Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,


«Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».


Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр.


Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.


Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.


Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!


Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ.


Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ.


Вара эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗр сасӑ илтрӗм. «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр! Санӑн суду тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!» – терӗ ҫав сасӑ.


Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.


Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.


Хулара эпӗ Турӑ Ҫуртне курмарӑм, мӗншӗн тесен ҫак хулашӑн Турӑ Ҫурчӗ – Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑпа Путек.


«Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те:


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ.


Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне


Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.


Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗрремӗшне хӑйпӑтса илнине куртӑм. Вара тӑватӑ чӗр чунран пӗри аслати сассиллӗн: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.


Унтан эпӗ тӑватӑ чӗр чун енчен килекен сасса илтрӗм. «Пӗр йӗкӗр ывӑҫ тулӑ пӗр динарий тӑрать, виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ урпа та пӗр динарий тӑрать. Йывӑҫ ҫӑвӗпе хӗрлӗ эрехе вара ан тӗкӗн!» – терӗ ҫав сасӑ.


Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ.


Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ