Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 4:2 - Синодальный НЗ

2 Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 4:2
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене каланӑ: «Епле-ха эппин Давид, Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе, Ӑна Хуҫам тет? Давид ҫапла каланӑ вӗт-ха:


Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;


Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.


Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ.


Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.


Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.


Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.


Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ.


Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.


ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:


Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ.


Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне


Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ.


Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!»


«Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ