Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 4:10 - Синодальный НЗ

10 ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 4:10
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ.


Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ.


Вара Турӑ умӗнчи хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ.


Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!»


Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ.


Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.


Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур.


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне


«Аминь!» – терӗҫ тӑватӑ чӗр чун. Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗҫ.


Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли.


Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ