Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 4:1 - Синодальный НЗ

1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 4:1
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ.


Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ.


Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,


Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.


сасартӑк тӳпе яри уҫӑлнине курнӑ. Ҫав уҫӑлӑхран ҫӗр ҫине, ун пуҫӗ тӗлнелле, тӑватӑ кӗтессинчен ҫыхнӑ сарлака пир евӗрлӗ темӗнле япала анса-анса пынӑ.


Вӑл вара каланӑ: «Авӑ, эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп».


Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.


Хампа калаҫаканни кам сасси-ши тесе, эпӗ хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм. Вара, ҫавӑрӑнса пӑхсан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм.


Ӗнтӗ ху мӗн курнине, мӗн пуррине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.


Унтан икӗ пророкӗ те тӳперен хӑватлӑ сасӑ илтрӗҫ. «Кунта хӑпарӑр!» – терӗ вӗсене сасӑ. Вара тӑшманӗсен куҫӗ умӗнчех вӗсем, пӗлӗт ҫине ларса, тӳпене ҫӗкленчӗҫ.


Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.


Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша тӑкрӗ. Ҫав самантрах тӳпери Турӑ Ҫурчӗн престолӗ патӗнчен: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» – текен вӑйлӑ сасӑ илтӗнчӗ.


Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.


Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ