17 „Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“ – тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн.
«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус фарисейсене ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ.
выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ.
Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, эсир савӑнӑҫӑра илтӗр ӗнтӗ.
Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.
Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ.
Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр.
Мӗскӗн те иккен эпӗ! Ҫак вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗмрен мана кам хӑтарӗ?
Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.
Анчах та эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар, лӗп пулнӑран Эпӗ сана Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп.