Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 3:10 - Синодальный НЗ

10 Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 3:10
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».


– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».


Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.


Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».


Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ.


Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ.


Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.


Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.


Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр.


Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ.


Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.


Эй, савнӑ тусӑмсем! Хӑвӑра асап вучӗ пӗҫертсессӗн, мӗскер пулса иртет тесе ан тӗлӗнӗр – эсир асап витӗр тухса тӗрӗсленетӗр.


Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.


Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.


Ҫав пророксем пурӑнни ҫынсемшӗн асап пек пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсем вилнишӗн савӑнӗҫ, пӗр-пӗрне парнесем парӗҫ.


Тыткӑна илсе каякана хӑйне тыткӑна илсе кайӗҫ; хӗҫпе вӗлерекене хӑйне хӗҫпе вӗлерӗҫ. Ҫав саманара сӑваплисен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп ӗненӳллӗ пулмалла.


Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет.


Тӗнчене пултаричченех пусса Турра кӳнӗ Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камӑн ятне ҫырса хуман, ҫавсем пурте ӑна пуҫҫапӗҫ.


Ҫавӑнпа Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыракан, Иисуса ӗненекен сӑваплӑ ҫынсене тӳсӗмлӗх кирлӗ пулӗ».


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ.


Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ».


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.


„Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн.


Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ.


Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ