– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».
Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.