6 Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ.
Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ.
Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каласа пӗлтернӗ пекех,
Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет.
Тӑна кӗрсе ҫитсен Петр хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Хуҫамӑр Хӑйӗн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мӗн кӗтнинчен пуринчен те хӑтарчӗ. Тинех ҫакна чӑн-чӑннипе ӑнланса илтӗм».
Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те.
Ҫав Ырӑ Хыпара таса ҫырусенче Турӑ Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах шантарнӑ.
Хӑйсене хавхалану кӳрекен сывлӑшсене пророксем итлеттерме пултараҫҫӗ.
Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр.
сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.
Ҫӗр ҫинчи атте пире айӑпласан эпир ӑна итлетпӗр, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакана пирӗн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ӑна итлени пурӑнӑҫ парать-ҫке-ха!
Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.
сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр.
Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ.
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Унтан ангел мана: «Путекӗн туйне чӗннисем телейлӗ», – тесе ҫырма хушрӗ. Тата вӑл мана ҫапла каларӗ: «Ку сӑмахсем – Туррӑн чӑн сӑмахӗсем».
Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.
Унтан ман патӑма юлашки ҫичӗ инкекпе тултарнӑ ҫичӗ куркаллӑ ангелсенчен пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: «Кил, эпӗ сана Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне, ҫамрӑк арӑмне, кӑтартатӑп».
Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать.
«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».
«Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене тытса пурӑнакан телейлӗ!»
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.