Апокалипсис 22:5 - Синодальный НЗ5 Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.