3 Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.
„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухрӗ пулсан, Турӑ та Хӑй урлӑ Ывӑлне мухтава кӑларӗ, часах мухтава кӑларӗ.
Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, никам шутласа кӑларайми йышлӑ халӑх куртӑм. Унта тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем. Вӗсем престол умӗнче, Путек умӗнче тӑраҫҫӗ. Хӑйсем шурӑ тумтир тумланнӑ, аллисене пальма турачӗсем тытнӑ.